Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӗлхен те чунӗ пур, чӗлхе те чӗрӗ чун… (ЧХЧЭФ)

Шкула та вуннӑ валли кӑна каймалла мар-и?

Рабочин завода ултӑ сехет те вун пилӗ минут тӗлне ҫитмелле. (Питӗ ир). Вӗрентекен шкула сакӑр сехете пырать. (Ачисем те). Артист ӗҫе вунӑ сехет валли каять. (Мӗн тери лайӑх ӗҫ!) Тепӗр тесен ӗҫлеччӗр-и ҫынсем пек саккӑртан?!
Ҫук ҫав, артистсем – ҫӗрлехи ҫынсем. Спектакль каҫпа тӑххӑрта-вуннӑра пӗтет. Кайран киле ҫитмелле. Килте – килти ӗҫ. Вӗсем шӳтлеҫҫӗ: ҫурҫӗр иртсен пирӗн тепӗр пурнӑҫ пуҫланать теҫҫӗ. Каярах юлса выртатӑн – каярах тӑратӑн.
Кунтан та пысӑкрах сӑлтавӗ пур. Тӗпчевҫӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, пирӗн сасӑ вунӑ сехет тӗлне кӑна вӑранса ҫитет. Артист ӗҫӗ калаҫассипе, юрлассипе ҫыхӑннӑ. Саккӑрти сасӑ – хӑрӑлтӑк та ҫӑтӑнчӑк, юрри – киревсӗр те вӑйсӑр. Куракана кун пек «тискер» те-атр кирлӗ мар. Вуннӑри сасӑ – уҫӑ та ирӗк, юрри – кӑмӑллӑ та вӑйлӑ.
Хӑвӑрах курӑтӑр, сакӑр сехетре ниепле те репетици пуҫлама ҫук. Вунӑ сехетре – тархасшӑн.
Мӗншӗн шкулта та урок вуннӑра кӑна пуҫланмасть-ши?

Ахаль сӑмах пуххи

Автан, ҫемье, апат, тӗллев, сӑн, ирӗк, телей, хисеп, юрату, чӑнлӑх, ялав, чӑрмав, кӑкӑр, шӑрпӑк, каччӑ, турӑ, хӑмла, ҫӗр-шыв, урапа, куҫҫуль, ӑраскал, йытӑ, вӑрман, ҫырла, хӑмпӑ, тута, шкул, сухал, ҫатан, шевле, ар ҫын, халӑх, серепе, каҫару, вӗренӳ, пурӑнӑҫ, хӗр.
Ку ахаль сӑмах пуххи ҫеҫ мар. Ӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн тепӗр утӑм тумалла. Малалла -мӗш страницӑна пӑхма ыйтатпӑр.

Эп дальтоник мар!

Чӑвашла – кӑвак, вырӑсла – голубой, синий, серый. Кӑвак куҫ – голубые глаза, кӑвак пӗлӗт – синее небо, кӑвак ҫӳҫ – седые волосы. Ҫавна пула эп вырӑсла калаҫнӑ чухне голубойпа синийне тӳрех уйӑраймастӑп. Малтан шутласа пӑхмалла, вара тин. «Эсир дальтоник пуль?» – теҫҫӗ студентсем. «Ҫук-ҫук-ҫук, дальтоник мар! Ман тӑван чӗлхере кӑвак сӑмах харӑсах нумай тӗсе пӗлтерет», – хуравлама васкатӑп эпӗ. Пӗрре те дальтоник пулас килмест, куратӑп вӗт-ха: ку банкнота симӗс, ку кейс хӑмӑр, ку «Хонда» хӗрлӗ…
…Ҫав хушӑра таҫта Либерире (вӑл Африкӑра вырнаҫнӑ) басса чӗлхипе калаҫакансем икӗ тӗс кӑна уйӑраҫҫӗ: хӗрле, сарра, тӗттӗм симӗсе ztza, ҫутӑ симӗсе, кӑвака hui теҫҫӗ. Зебра пек.

Пуплевре ытлашшилӗх те кирлӗ

Хӗвел йӑл-йӑл тухрӗ,
Пӑхрӗ кантӑкран.
Ванюка вӑл курчӗ,
Саврӗ кӑмӑлтан.

Ачаран кашни чӑваш пӗлекен сӑвӑ. Халӗ эпир унпа ҫакӑн пек эксперимент ирттерӗпӗр. Сӑвӑра пӗтӗмпе миҫе сӑмах пулнине шутласа кӑларӑпӑр: вуннӑ. Кайран сӑвӑ шухӑшне май пур таран кӗскен калама хӑтланса пӑхӑпӑр: хӗвел Ванюка саврӗ. Малалла Ы = ((Q – M) / Q) x 100 % формулӑпа килӗшӳллӗн шутлав ирттерӗпӗр. Илсе панӑ формулӑра Ы пуплев ытлашшилӗхне пӗлтерет, Q текстра усӑ курнӑ мӗн пур сӑмах хисепӗ пулать, М – кӗскетнӗ текстри сӑмах шучӗ (пирӗн вӑл виҫҫӗпе танлашать). Ҫапла майпа Ы = ((10 – 3) / 10) х 100 % = 70 %. Нумай мар.
Пуплев ытлашшилӗхне начар пулӑм теме ҫук. Унсӑрӑн пире пӗр-пӗринпе калаҫма питӗ йывӑр пулӗччӗ. Шӑпах та пуплев ытлашшилӗхне пула эпир ҫын малалла мӗнлерех сӑмах калассине пӗлсе тӑратпӑр, ҫырнӑ текста такӑнмасӑр вулайратпӑр. Шӑпах та ҫак пулӑм илемлӗ литературӑна йӗркеленме, аталанма пулӑшать. Атту Михаил Федоровӑн «Арҫурийӗ» те, Герасим Харлампьевӑн «Чуну таса пулсанӗ» те, Александра Лазареван «Савӑнтар ҫынсене» кӗнеки те пулмӗччӗ.

Йӑӑнш тескта тӗрӗс влуасси

Эсир диктор. Тӳрӗ эфирта ҫӗнӗ хыпарсем ертсе пыратӑр. Ак тата, мӗскер ку? Ҫине-ҫине йӑнӑш ҫапӑннӑ текст! Сирӗн тӗллев – ҫакна пӑхмасӑрах алла илнӗ хыпара ним пулман пек такӑнмасӑр та тӗрӗс-тӗкел вуласа тухасси.
Акӑ вӑл, йӑнӑш ҫапӑннӑ текст: «Валукнасем панте ҫӗнӗ кӗкене ҫиртӗ. Вӑл клаав пуххи «Эипр» ялтӑ. Унӑн атворӗ – Алексей Полу-грудов коми ҫаврыҫи.
Кекӗне хӑнйе еӗвр: пӗр хӑсарах кимолле те, чӑшавла та. Карӑлӑм ик чӗхлехӗлӗн сӑтлавӗ ҫарывҫӑ ашшӗ ечнен коми, ашӑмӗ ечнен чавӑш плунпие ҫӑхыннӑ.
Ку танерччан Полугрудов кавеласӗм умӑйрӑн-умӑйрӑн печлнисе-те тунхӑ, ҫав шурта чашӑвла та, ҫамрӑсла та, шведла та, высӑрла та. Хӑй вӑтӑхнӗче Геннадий Айхи унӑн келавасӗне пӑкыса хусра халакнӑ».
Кун пек пӑсӑк текста та тӗрӗсех вулама пулать иккен. Тӗпчевҫӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, сӑмаха эпир сас паллисерен мар, пӗтӗмӗшле ӗлкипе ӑнкарса илетпӗр. Сӑмах пуҫламӑшӗпе вӗҫӗнчи сас палли ҫеҫ вырӑнта пулмалла.

Ик хӗрарӑм пӗр пасар-и?

Кам, ыйту лартнӑ пӗррехинче психологсем, пуринчен ытларах калаҫма юратать? Чӑваш каларӑшне ӗненсен – хӗрарӑм. Ик хӗрарӑм – пӗр пасар.
Психологсем чӑвашпа килӗшмен. Вӗсен тӗпчевӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫул ҫӳреврен таврӑннӑ ҫын чикӗсӗр нумай калаҫать. Тем те курнӑ, тем те каласа парас килет унӑн.
Тӗпчев пӗтӗмлетӗвне тӗпе хурса леш каларӑша тӳрлетмелле эппин: пӗр ҫул ҫӳревҫӗ – пӗр пасар.

Йӑнӑш илтнисем

Автобуса ларатӑп. Билет илме хут укҫа тӑсса паратӑп: «Пӗрре». Кондуктор виҫӗ билет татса парать…
Пасара кӗретӗп. Банан илесшӗн: «Тӑваттӑ». Сутӑҫ икӗ ҫимӗҫ тыттарать…
Пӗрре тени вырӑсла «три» пек, тӑваттӑ тени «два» пек илтӗнет. Виҫӗ билет та икӗ банан.
Чӑнах ҫапла, тепӗр чухне тӗрлӗ чӗлхе сӑмахӗ пач ӑнсӑртран пӗр пек янӑрама пулатарать: чӑвашла – хӗлле, нимӗҫле – Hölle (хёлле) «тамӑк»; чӑвашла – паха, финла – paha (паха) «начар, лайӑх мар»; хамӑрла – тӗкӗр, вырӑсла – тигр, пирӗнле – медаль, акӑлчанла – mid-dle (миддл) «варӑ, варри».
Хӑш-пӗр ҫын кун пек пӗр пеклӗхре чӑваш йӗрне курасшӑн. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, Каспи Каҫпи чӑваш ятӗнчен пулса кайнӑ иккен. Хер-сон хӗрсен сӑмах кӳлепипе килӗшӳллӗ. Ҫӗмӗрле (вырӑсла – Шумер-ля) чӑваша авалхи шумерпа ҫывӑхлатать…
Юмах кӑна. Каспи Кавказра ӗлӗк-авал пурӑннӑ халӑх ячӗпе ҫыхӑннӑ. Херсон – авалхи славян сӑмахӗ. Ҫӗмӗрле «ҫӗмӗртлӗ» тенин-чен пулӑннӑ. Каспийӗ те, Херсонӗ те, шумерӗ те – чӑвашӑн мар. Пи-ре хамӑр чӗлхе пуянлӑхӗ те ҫителӗклӗ.

«Череп» в тумане»

Ҫав вӑхӑтрах тӗрлӗ чӗлхе сӑмахӗ пӗр пек илтӗннин усси те пур. Ют чӗлхе вӗреннӗ чухне уйрӑмах. Темиҫе тӗслӗх.
Мачча вырӑсла – потолок. Мачча тени моча пек илтӗнет. Астуса юлма предложени йӗркелетпӗр. Кулӑшли пулсан лайӑхрах. С по-толка капала моча.
Тавлашма хатӗр, ҫакӑн хыҫҫӑн ку чӑваш сӑмахне сирӗн вырӑс юлташӑр нихӑҫан та манса каяс ҫук.
Май – тутар сӑмахӗ, ҫу пӗлтерӗшлӗ: ҫупа ҫӑкӑр ҫи. Ҫӑва майӗпе ҫимелле. (Леш чӑваш юмахне аса илӗр-ха).
Ҫапла майпа кӗске вӑхӑтрах нумай ют чӗлхе сӑмахне астуса юлма пулать.
Хӑш чӗлхерен пуҫлатпӑр-ха?

Хура куҫлӑха хывса калаҫӑр

Эпӗ куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳретӗп. Ахаль йышшине. Хури шартса яра-кан хӗвел пӑхнӑ вӑхӑтра кӑна лайӑх. Анчах ҫулла та эп хура куҫлӑх тӑхӑнмастӑп.
Асӑрханӑ-и эсир, хура куҫлӑх тӑхӑннӑ ҫынпа калаҫма питӗ йывӑр. Тем шутлать вӑл пирӗн пирки – куҫӗ курӑнмасть та-ха.
Эпир тавралӑха ҫитмӗл процент таран куҫпа курса хаклатпӑр. Ҫӗр хут илтиччен пӗрре курни паха. Хӑлхана улталама пулать. Куҫа улталама ҫук. Тепӗр чухне сӑмахӗ суять пулсан та ӳт-пӗвӗн хускану чӗлхи кирек хӑҫан та тӗрӗсне калать.

Лӑпланӑр тархасшӑн, эсир учитель

Борис Чиндыковӑн «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» драма сыпӑкӗ:
Валя сасси. Мӗн туса пурӑнатӑн эсӗ кунта?
Лида сасси. Сана мӗн ӗҫ!
Валя сасси. Тухса кайнӑ пултӑр халех!
<…>
Лида сасси. Ан тарӑх. Сан тарӑхма юрамасть. Эс – учительница.
Вальӑпа Лида хушшинче – харкашу, хирӗҫӳ, тарӑху. Психологсем сӗннӗ тӑрӑх, кун пек чухне хӑвӑра килӗшекен илемлӗ хайлав сыпӑкне пӑхмасӑр вуламалла. Пӗрре ҫапла тӑватӑр, тепре. Кайран кирек мӗнле пӑлхавлӑ самантра та хӑвӑр тӗллӗнех лӑпланма хӑнӑхса ҫитетӗр.
Борис Чиндыков хайлавне ҫак психологи меслечӗпе килӗштерсе ҫӗнӗлле ҫырса пӑхма пулать:
Валя сасси (хӑй ӑшӗнче Петр Эйзин сӑввине вулать).
Сана / никам та юратми пулсан / кил / ман пата. //
Сана / никам та ӗненми пулсан / кил / ман пата. //
Сана / никам та хӗрхенми пулсан / кил / ман пата.
Лида сасси (хӑй ӑшӗнче Петр Эйзин сӑввине вулать).
Сана / култарӗҫ-култарӗҫ-култарӗҫ те / макӑртӗҫ. //
Сана / астарӗҫ-астарӗҫ-астарӗҫ те / улталӗҫ. //
Сана / юратӗҫ-юратӗҫ-юратӗҫ те / пӑрахӗҫ.
Валя сасси. Хисеплӗ Лидия, сирӗн ҫак кил-ҫуртран тухса каяс кӑмӑлӑр ҫук-и?
Лида сасси. Валентина Егоровна, шел пулин те, эпир сире ырӑ хыпарпа савӑнтараймастпӑр: ҫитес вӑхӑтра ку ҫуртран ниҫта та тухса кайма палӑртман-ха.

Чи хитре юрӑ

Шӑна вӗҫсе кӗресрен
Шӑналӑкне карӑпӑр.
Шӑппӑн-шӑппӑн ҫывӑрма
Шӑпчӑк кӗвви калӑпӑр.

Сӑпка юрри ку. Пӗр нимӗҫ психологӗ ӑна тахҫанах сывлӑхшӑн чи юрӑхлӑ юрӑ тесе хакланӑ. Сӑнанӑ тӑрӑх, ывӑнчӑк ӗҫ хыҫҫӑн джаз ит-лесен ҫын тепӗр тӑхӑр минутран кӑна лӑпланса ҫитет, юрӑ-кӗвӗсӗр – ултӑ минутран. Сӑпка юрри вара виҫӗ минутранах лӑплантарать.
Ачине, паппине…

Том Круз ҫитменлӗхӗ

Том Круз, Голливуд актерӗ, вулама пӗлмест. Шкула та ҫӳренӗ ӗнтӗ, тӑрӑшнӑ та – ҫавах усси пулман. Вӑл дислексик.
Дислексипе «чирлекен» ҫын ыттисем пекех. Чӑннипе чирлӗ те мар вӑл. Пӗртен-пӗр кӑлтӑкӗ – вулама хӑнӑхайманни. Мӗн тӑвас тетӗн, ҫапла ҫуратса янӑ ӑна. «Чирӗ» этемлӗх усӑ куракан ҫырулӑх ҫамрӑклӑхӗпе сӑлтавланнӑ. Эпир вулама-ҫырма тытӑннӑранпа пилӗк пин ҫул кӑна иртнӗ-ха. Истори тӗлӗшӗнчен пӑхсан нумай та мар. Ку вӑхӑт этемлӗхӗн хут ӗҫ хӑнӑхӑвне ҫирӗплетме ҫителӗксӗртерех.
Ганс Христиан Андерсен юмахҫӑ, Том Крузпа Дастин Хоффман артистсем… Ман хамӑн хушаматӑма та вӗсемпе юнашар ҫырса хурас килет.

Усал сӑмах

Ҫынна сӑмахпа ҫӗклеме те, вӗлерме те пулать.
Хальхи халӑх юмахӗ.
Пурӑннӑ тет пӗр ар ҫын. Унӑн хваттерӗ тӑххӑрмӗш хутра вырнаҫнӑ тет. Пӗрре ҫак ар ҫын ӗҫе каяс умӗн кофе ӗҫсе ларатчӗ тет.
Радио: «Асӑрханӑр-асӑрханӑр, Шупашкара урапаллӑ тупӑк пырса кӗрет…»
Хуламӑр пысӑк, шутлать ар ҫын, ман пата черет ҫитес ҫук.
Радио каллех: «Асӑрханӑр-асӑрханӑр, сирӗн урама урапаллӑ тупӑк пырса кӗрет…»
Урамӑр вӑрӑм, тет ар ҫын, ман пата ҫитейрес ҫук.
Радио тата тепӗр хут: «Асӑрханӑр-асӑрханӑр, сирӗн алӑкӑртан урапаллӑ тупӑк шаккать… Шак-шак-шак!»
Хӑраса ӳкнӗ ар ҫын чӳречине уҫать те урама сикет…
Диктор калать: «Эсир чӑваш халӑх юмахӗ итлерӗр».
Хальхи юмахсем ҫав тери тискер ҫав.

Ахаль сӑмах пуххи – 2

Эсир тин ҫеҫ 74-мӗш страницӑра илсе панӑ сӑмахсене вуласа тухрӑр. Халӗ астуса юлнисене ҫырса хума ыйтатӑп.

Миҫе сӑмах аса илтӗр? Хӑшӗ-пӗри виҫҫӗ кӑна, тепри, тен, ҫиччӗ. Вуннӑшӗ те аса килейӗ тен. Вӑтамран 7±2 сӑмах, урӑхла каласан пиллӗкрен пуҫласа тӑххӑрччен.
Психологсем асӑрханӑ тӑрӑх, ҫын асӗ шӑпах 7±2 формулӑпа килӗшсе тӑрать. Аса илетпӗр: ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас; ҫичӗ ют; ҫитмӗл те ҫиччӗ… Тӗнче шайӗнче усӑ куракан чӗлхе хисепӗ те ҫиччӗ патне: акӑлчан, араб, вырӑс, испан, китай, француз. Кулленхи пуп-лев те ҫав йӗркенех пӑхӑнасшӑн. Кашни юмахра тенӗ пек ҫичӗ пер-сонаж патне…
Ҫине-ҫине ҫиччӗ те ҫиччӗ. Ӑнсӑртран мар.

Ахаль сӑмах пуххи – 3

Автан, ҫемье, апат, тӗллев, ирӗк, телей, хисеп… Пӑтранчӑк сӑмах пуххине пӗтӗмпех тенӗ пек астуса юлма пулать. Питӗ ансат мел – ҫыхӑнчӑк калав йӗркелесси.
Автан авӑтса ячӗ те ҫемье апат ҫиме ларчӗ. Кил хуҫи кашнинчен паянхи кун тӗллевӗ пирки ыйтрӗ. Арӑмӗ хавас сӑнпа: «Эпӗ паян ирӗк», – терӗ. Аслӑ ывӑлӗ телей шырама каясси ҫинчен пӗлтерчӗ. Кӗҫӗнни хисеп курас тет…

Ӳт-пӳ чӗлхи. Ӑнӑҫсӑр хутшӑну

Дунай ҫи пӑлхарсемпе калаҫса миҫе чӑваш самолетпа поездран тӑрса юлман-ши?
«Ку автобус аэровокзала каять-и?» – васкаса ыйтатӑр эсир пӗр-пӗр пӑлхартан. Вӑл темскер калать, пуҫне сӗлтет. Эппин, каять, шутлатӑр та эсир ҫак автобуса кӗрсе ларатӑр. Автобусӗ вара сире кирлӗ ҫӗре мар, урӑх вырӑна ҫитерсе хӑварать. Ҫав хушӑра сирӗн самолетӑр вӗҫсе кайнӑ та ӗнтӗ.
Улталарӗ-ши? Ҫук. Ҫӗр ҫинчи пур халӑх та килӗшӗве пуҫне сӗлтсе, хирӗҫлеве пуҫне енчен-енне сулласа палӑртать. Пӑлхар йӑли кӑна урӑхла. Вӗсем пуҫне сӗлтсе хирӗҫлеҫҫӗ, пуҫне сулласа килӗшеҫҫӗ. Ӑнланма пулать-ха, анчах хӑнӑхма ҫук.

Хӳме умӗнче пуҫа килнӗ шухӑшсем

Кивӗ Шупашкар. Юрату сӑмсахӗ. Тата нумай-нумай пӗлтерӳ: «Здесь был Вася»; «Вова, I love you. Ирина»; «Елчӗк – власть!»
Кунта малярпа милиционер мар, психиатрсем кирлӗ, мӗншӗн тесен «ҫыравҫисен» чаплӑлӑх комплексӗ вӑйлӑ аталаннӑ. Хӑвӑн ятна иртен-ҫӳрен курмалла хӳме ҫине ҫырса хур та – пӗлме пуҫлаҫҫӗ сана!
Таса чаплӑлӑх ҫулӗ ытла та тавра: малтан Щепкин институтӗнче тӑватӑ-пилӗк ҫул артиста, Мускав университетӗнче журналиста, МГИМОра политика вӗренсе тухмалла, кайран чапа тухайӑн-и, тухаймӑн-и?
Васьӑпа Ирина «хӳме чаплӑлӑхне» суйласа илнӗ. Эсир вӗсем пек мар вӗт-ха.


 
Категорисем: Чи хитре чӗлхе
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-29 19:36:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3750 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем